Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн комитечӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ» акционерсен обществӑн директорӗ — тӗп редакторӗ ӗс вырӑнӗ пирки сӗнӳсем йышӑнма пуҫланине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ обществӑн устав капиталӗнче республика тӳпи 100 проценчӗпех иккен.
Издательство ҫуртне пырас шухӑшлӑ ҫыннӑн гражданла тата ӗҫ законодательствине пӗлмелле. Тата бухгалтер учетне те тӗшмӗртмелле. Аслӑ пӗлӳллӗ пулнине, ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Ку пукан пирки тӗмсӗлекенсен хучӗсене кӑрлачӑн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
Маларах «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн пуканне те ҫӗнӗ ҫын йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 127-мӗш ҫурчӗнчи 2-мӗш корпуса кивӗ те ишӗлекен ҫуртра пурӑнакан ҫынсене хваттер уҫҫи панӑ. Ҫӑра уҫҫине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй тыттарнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑ тӑрӑх ҫемьене Михаил Васильевич саламланӑ, пурне те туслӑхпа юратура пурӑнма ырлӑх-сывлӑх телей суннӑ.
Унта вӑл ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫарма пӗтӗмпе 5 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнине, укҫа-тенкӗне тупма ҫӑмӑлах маррине пӗлтернӗ. Апла пулин те халӑх ыйтӑвне вӑхӑтра татса пама тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Ку хутӗнче тӑхӑр ҫемье хӑтлӑ хваттерлӗ пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах кивӗ хваттерте нушаланакансем те ҫук мар-ха. Вӗсенчен пӗр тӗслӗхӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ паян кӑна пӗлтерчӗ.
Аса илтеретпӗр, унта сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки пырать.
Сӑнсем (8)
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем хӑрушлӑхра темелле. Вӗсен ҫурчӗ кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анма пултарать. Тӗрӗссипе, майӗпен арканма тытӑннӑ ӗнтӗ вӑл.
Ҫынсем камран пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ. Ара, ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман. Пурӑнмалли условисем питӗ япӑх. Кирпӗч ҫурӑлать, мачча йӑтӑнать, путвалта — шыв.
Кунашкал ҫурт — Коммунист урамӗнче. 35-мӗш ҫурт вӑл. Халӑх ҫурта авариллисен йышне кӗртмешкӗн тахҫанах талпӑнать. 2010 ҫулхи документсемпе килӗшӳллӗн, унта юсав тунӑ. Анчах ку хут ҫинче кӑна мар-ши? Кирпӗч нӳрӗ, никӗс йӗпенет — шурлӑхри пекех пурӑнаҫҫӗ ҫынсем.
Ҫурта 1978 ҫулта хӑпартнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи хутпа килӗшӳллӗн, ӑна йӗркеллӗ ҫурт тесех йышӑннӑ.
Вулакансене илӗртес тесе пичет кӑларӑмӗсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тухса тӑракан «Грани» хаҫат ҫак кунсенче «Чи вулакан троллейбус» акци йӗркеленӗ. 54-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑскерте мӗнпур ҫын асӑннӑ хаҫата вуласа пынӑ.
Хулара пурӑнакан Лариса Лебедева хаҫата ахаль те мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вулатӑп тесе каланӑ. Хулара пурӑнакан тепӗр ҫын, Зоя Фадеева, журналистсене хаҫат кӑсӑклӑ тухма пуҫларӗ тесе хаваслантарнӑ. Электроаппаратура савутӗнче 28 ҫул ӗҫленӗ Валентина Николаевна хӗрарӑм спутник-хулана 2006 ҫулта куҫса пынӑ хыҫҫӑн кашни ире «Грани» вуланинчен тытӑнатӑп тесе ӗнентернӗ.
«Чи вулакан троллейбус» черетлӗ акцие хаҫатҫӑсем ыран 55 маршрутра кӑнтӑрла тӗлнелле ирттерӗҫ.
Республикӑн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫитес ҫул валли ҫул укҫине хӑпартассине пӑхса тухмассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл пассажирсене турттарассин тарифӗсене пӑхса тухма заявлени пулманнипе сӑлтавланӑ. Ырӑ хыпара REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.
Общество транспортӗнчи хаксене унччен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑччӗ. Троллейбусри хак ун чух 1 тенкӗ хӑпарса 15 тенке ҫитрӗ, Шупашкарти «маршруткӑсенче» 16 тенкӗрен тӳрех 20 тенке ҫитерчӗҫ. Шупашкар тӑрӑх автобуспа ҫӳреме 16 тенкӗ тӳлемелле.
Ҫул укҫине хӑпартнине пире, пассажирсене, турттарма тӑкаклипе сӑлтавларӗҫ. Кун пирки ЧР конкурентлӑ политика тата тариф службине Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем, «Чӑвашавтотранспорт» предприяти тата уйрӑм виҫӗ перевозчик пӗлтернӗ. Тарифсене ҫирӗплетекен ведомство шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, чӑн та, тӑкаклах пулса тухма пултарнӑ. Хака ӳстермесен Шупашкарти троллейбус предприятийӗ кӑҫал 124 миллион тенкӗ тӑкак курма пултаратчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти — 20 миллион тенкӗ, «Чӑвашавтотранс» — 185 миллион тенкӗ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулта «Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн вырӑсла тӗп пӗлӳ паракан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентесси» ятпа стажировка иртнӗ.
Стажировкӑна республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.
Пӗлӗве ӳстерме 108 сехетлӗ программӑпа дистанци курсне куҫамлӑ вӗҫлекенсем пухӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенчи тата Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Куславкка, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем инҫе ҫула хаваспах тухни пирки Вӗренӳ инстиутчӗ пӗлтерет.
Пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗренекенсем валли А.А. Ядрицова «Н.И. Ашмарин — чӑваш чӗлхине тӗпчекен», А.А. Такина «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ куракан хальхи технологисем», Г.М. Назарова «Анатолий Гин методикипе хатӗрленӗ урок конструкцийӗ», Г.Д. Карсакова «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче юрӑпа усӑ курни» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.
Сӑнсем (7)
Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗҫех Хӗл мучин пӳрчӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Хальлӗхе ӑна хута яраҫҫӗ кӑна-ха. Ҫурта йывӑҫран тӑваҫҫӗ.
Хӗл мучи ҫуртне тӑвас шухӑш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Олег Бирюковӑн пуҫӗнче ҫуралнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 70 пин тенкӗлӗх строй материал туяннӑ.
Хӗл мучи ҫурчӗшӗн хула ҫыннисем савӑнаҫҫӗ. Ара, унта ҫитсе вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттерме пулать-ҫке-ха. Шур сухал ҫуртне раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Халӗ ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
Хӗл мучи ҫурчӗ пысӑках мар пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан Валерия Федоровӑна Кремльте иртекен Елкӑна чӗннӗ. 11 ҫулти хӗрача унта раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче кайӗ.
Ачасем хӑйсене Президент елкинче юмахри пекех туйӗҫ, киле парнесемпе таврӑнӗҫ. Уява ҫулталӑк тӑршшӗпе хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑ шӑпӑрлансене чӗнеҫҫӗ. Валерия та ку енӗпе палӑрса унта кайма тивӗҫ пулнӑ.
Валерия ирӗклӗ кӗрешӳпе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Валерия ташлама тата юрлама юратать. Вӑл ача пахчинче воспитатель пулма ӗмӗтленет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 24-ри арҫын хӗсметрен тарса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ
Ҫамрӑк арҫын самбо енӗпе тренер пулса ӗҫлет. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ салтака юрӑхлӑ пулнӑ. Ҫулталӑк, 2014 ҫулхи юпаран пуҫласа 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗччен 7 хутчен повестка илнӗ. Анчах нихӑшӗнче те ҫар комиссариатне пыман.
Вӑл ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗнче тренерта ӗҫлет. Ыйтса тӗпченӗ чухне вӑл уҫҫӑнах пӗлтернӗ: ҫар комиссариатне салтака каяс килменнипе пыман.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ шупашкарсене концертпа савӑнтарнӑ.
Ҫав кунта унта «Юри килтӗм юрлама» ятпа чӑваш халӑх юррисен концерчӗ иртнӗ. Ун пирки йӑлана кӗнӗ концерт тесе пӗлтереҫҫӗ.
Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ хутшӑннӑ уява пырса ҫитнӗ ушкӑнсем «Кӗр сӑри» уяв кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑвашсен тумтирне кӑтартнӑ вӗсем.
«Сарнар» ансамбль чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ, шӳтлӗ сценӑсем лартнӑ.
Концертра пулнисем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен сцена ҫинчи пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне чӑвашсен юрри-ташшине, йӑли-йӗркине ӑшшӑн йышӑннине, кашни номер хыҫҫӑн тенӗ пекех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |